Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Хĕвелпе Уйăх - аппăшĕпе йăмăкĕ


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Ĕлĕк-авал Хĕвелпе Уйăх аппăшĕпе йăмăкĕ пулнă, тет. Пĕр-пĕрне вĕсем килĕштерсе пурăннă, тет. Анчах пĕррехинче Хĕвелпе Уйăх çине Вупăр тапăннă, тет. Вăл Уйăхăн çур пайне хыпса çисе ярать. Çавăнтанпа Уйăх çурла пек пулса юлать. Хăйĕн аппăшĕнчен вăтаннипе вăл çӳлерех каять, тет. Çавăнпа Хĕвелпе Уйăх пĕр-пĕрне тĕл пулмаççĕ. Хĕвел кăнтăрла, Уйăх каçпа тухать.
    
    1989 ç. Чăваш Енри Красноармейски районĕнчи Туçи Чуракассинче О.Д.Григорьевăран Л.Г.Григорьева çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, 12 йыш. кĕн., 6274 инв. №, 23-мĕш тетр.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки